Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Санпала кӑна - Стас Владимиров

Тӳпене тинкерсе эп сӑнарӑм
сивӗ ҫилӗ вӗрсе килнине
Куҫусенчен пӑхсан асӑрхарӑм
кӑштах эс манран ютшӑннине

Санпа кӑна-а-а лайӑхчӗ мана
Санпа кӑна-а-а куратӑп хама
ӑшӑмра ҫунать юрату-кӑвар
Санпала кӑна
Санпала кӑна

Пӗчченлӗхре санпа тӗл пулатӑп,
шӑплӑхра итлетӗп сассуна
Чӗрене ҫурса кӗрет ман тунсӑх,
савнӑҫа хуплать сӗм тӗттӗм каҫ

Санпа кӑна-а-а лайӑхчӗ мана
Санпа кӑна-а-а куратӑп хама
Сарӑ-сар кайӑк антӑхса юрлать
Санпала кӑна
Санпала кӑна

Пӗртен пӗччен купӑсӗ вылярӗ
Ачашшӑн кӑларчӗ кӗввине
Темшӗн чунӑмра-ҫке ыратрӗ пит йывӑр
Йывӑр пулчӗ чӗрене

Сарӑ-сарӑ ҫулҫӑ вӗҫет аякка
Ман сӑмахӑм ҫухалать таҫта
Чунра пӗр тӗнче - эсӗ, эс кӑна
Санпала кӑна
Санпала кӑна

Санпала кӑна

Санпала... кӑна

Санпала кӑна

Санпала...

Чӑваш эстради>Чӑвашла юрӑсен лирики>Стас Владимиров


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

reflejo тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-14 22:45:47 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3129 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем